Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

«Саркайăк» фестиваль юррисем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Республикăри шкул ачисем хушшинчи чăваш халăх юррисене юрлакансен «Саркайăк» фестивалĕ

 

 Красноармейски районĕ

 

Михайлова Валентина Валерьевна

Красноармейскинчи 2-мĕш шкул,  10-а класс

 

«Хурăн тăрне хăпартрĕç мана»

 

Яманак ялĕнчи   Никитина Валентина Степановнаран  1994 çулхине çырса илнĕ

Вĕрентекенĕ : Никитина Надежда Витальевна

 

Хурăн тăрне хăпартрĕç мана

Хурăн çулçи, ай,шутлама.

Туратти сайра, çулçи çăра,

Хурăн çулçи епле шутлас.

 

Кĕреке умне тăратрĕç мана

Юр пуçласа юр юрлама.

Йĕри-тавра ват çын ларать,

Юр пуçласа епле юрлас.

 

Мăн çулпала обоз пырать,

Малти лаши шап-шур кăпăк.

Йывăр пуль çав çула тытма,

Йывăр пуль çав çула тытма.

 

Йĕри-тавра ват çын ларать.

Вĕсен çуçсем кăвакарнă.

Йывăр пуль çав пурнăç тытма,

Йывăр пуль çав пурнăç тыт

 

Тăпăр-тăпăр тутарать…

(Трак тăрăхĕнчи вăйă юрри)

 

Тăпăр-тăпăр тутарать те

Ачи маттур пултарать.

Сирĕн ялти сарă хĕрне

Çавăрма та пултарать.

 

Утар-и те чупар-и те

Çпата кантри татăличчен,

Выляр-и те кулар-и те

Çамрăк ĕмĕр иртиччен.

 

Сакки шурă пулсассăн та

Урай хури ним те мар,

Хамăр чипер пулсассăн та

Çын сăмахĕ ним те мар.

 

Шыв ăсса кăна тăрăттăм

Тарасаллă çăл пулсан.

Ташласа кăна тăрăттăм

Савни гармонист пулсан.

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика