Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

 Чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И.Я.Яковлев чăвашлăхра акса хăварнă вĕренỹ вăрлăхĕ паянхи кунчченех ỹссе, тĕрекленсе, паркаланса пырать. Чăннипех те, И.Я.Яковлев пĕтĕм ĕмĕрне, ăс-хакăлне халăха çутта кăларассипе çыхăнтарнă. Вăл тăван халăха ырă сунса мĕн халалланине пĕлменни халĕ çук та пулĕ. Кирек епле ĕçре те, уйрăмах шкул ĕçĕнче, эпир ун халалĕсене пурнăçа кĕртес тесе вăй хуратпăр. И.Я.Яковлев вĕрентнине çамрăксен патне çитересси, чун-чĕрине вырнаçтарасси, вĕсене тĕслĕх парса пырасси - пирĕн сăваплă тивĕç. Паян вара çакна çирĕппĕн калама пулать: "И.Я.Яковлев çутатнă çутă аталансах, сарăлсах пырать".

Кашни шкултах çак енĕпе нумай ĕçленине палăртмалла. Тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ: чăваш чĕлхи эрнисем, конференцисем, интереслĕ тĕл пулусем, яковлев вулавĕсем тата ытти те. И.Я.Яковлевăн пархатарлă пурнăçĕпе, ĕçĕсемпе ачасене паллаштараççĕ. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче регионсем хушшинче иртекен чăваш ачисен чăваш чĕлхипе литература олимпиади пулса иртрĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикин районĕсенче, Самара, Ульяновск облаçĕсемпе Тутарстан Республикисенче ăмăртса çĕнтернĕ вĕренекенсем хутшăнчĕç, хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартса савăнтарчĕç.

Юлашки вăхăтра халăхăн иксĕлми пуянлăхне - чĕлхине - упраса хăвармашкăн тата аталантармашкăн чылай çитĕнỹсем тунине палăртмалла. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине тата чăваш халăх культурине аталантарас тĕллевпе çирĕп утăмсем тума пултартăмăр. Çавăн пекех 2006-мĕш çулта виççĕмĕш хут нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен "Чĕвĕлти чĕкеç" ятпа вăйă-конкурс иртрĕ. Ку вăйă-конкурсра пурĕ 9 пин çурă ача Чăваш, Тутарстан, Пушкăрт Республикисенче тата Чĕмпĕр облаçĕнче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.

 Иккĕмĕш хут "Туслăх хĕлхемĕ" ятпа чĕлхесен наци фестивалĕ пырать, Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне çĕнтерỹçĕсем паллă пулĕç. Вĕсем валли ака уйăхĕн 25 - мĕшĕнче хаваслă уяв иртĕ.

Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыни те савăнтарать. Çĕнĕ электронлă вĕренỹ кĕнекисем шкулсене çитме пуçларĕç. Чăваш чĕлхи учителĕсене те компьютерсемпе усă курса ачасене тулли пĕлỹ пама майсем туса парас ĕç малалла пырать.

"Чăвашсен ырлăхĕсĕр, телейĕсĕр пуçне пурнăçра манăн урăх тĕллев пулман", тенĕ И.Я.Яковлев. Чăн та, тăван чĕлхе - ỹсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех. Çак асамлă çăраççипе ача вĕренỹре туллин усă курма пултартăр тесен, унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла.

И.Я.Яковлев, унăн халалĕ яланах пирĕн асра! Çитĕнекен ăрăва Яковлев хушнă пек воспитани парасси пирĕн тĕп тăллев.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика