Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин ЙĔРКИ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕн

1№-лĕ хушăмĕ

 

Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин

ЙĔРКИ-ШЫВĔ

 

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чаваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕпе, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культури факультечĕпе пĕрле Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине ирттерет.

 

I. Олимпиадăн тĕп тĕллевĕсем

 

1.            Ачасен тăван чĕлхесемпе литературăна вĕренес кăмăлне ÿстересси.

2.            Чĕлхе тата литература пĕлĕвĕ тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене тупса палăртасси, вĕсене малалла аталанма майсем туса парасси.

3.            Ачасен чăваш чĕлхипе тата литературипе класс тата шкул тулашĕнчи хастарлăхне ÿстересси.

 

II. Олимпиада  йĕрки

 

2.1. Тăван чĕлхесем тата литература олимпиадисене ялти тата хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи 9, 10, 11 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

2.2. Олимпиада йăлана кĕнĕ йĕркепе 3 тапхăрпа иртет.

1-мĕш тапхăр (шкул шайĕнчи олимпиада) район (хула) йĕркелÿ комитечĕсем хатĕрленĕ ĕçсемпе чÿк уйăхĕнче иртет. 9, 10, 11 классенче вĕренекенсем хутшăнас кăмăл пулсан пурте хутшăнма пултараççĕ.

2-мĕш тапхăр (район (хула) шайĕнчи олимпиада) республикăри йеркелÿ комитечĕ хатĕрленĕ ĕçсемпе раштав уйăхĕнче иртет. Шкул шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçисем кăна хутшăнаççĕ.

3-мĕш тапхăр - Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиади  кăрлач-нарăс уйăхĕсенче иртет. Олимпиада 2 номинаципе иртет:

-   чăваш чĕлхиллĕ шкулсенчи чăваш чĕлхипе литератури;

-   вырăс чĕлхиллĕ шкулсенчи чăваш чĕлхипе литератури.

Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине çаксем хутшăнаççĕ:

-   олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ Чăваш Республикинчи 9, 10, 11-мĕш класс вĕренекенĕсем тата иртнĕ çулхи Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин çĕнтерÿçисем;

-   республика (область) шайĕнчи олимпиадăсенче 1-мĕш вырăн йышăннă республика тулашĕнчи 9, 10, 11-мĕш класс вĕренекенĕсем тата иртнĕ çулхи Регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин çĕнтерÿçисем.

Юлашки 3-мĕш тапхăра хутшăнма çырнă ыйтусене кăрлачăн 25-мĕшĕччен И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетне ярса памалла, республика тулашĕнчен ыйтусене Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствине тăратмалла.

 

III. Олимпиадăна йĕркелесе ертсе пырасси

 

3.1         Олимпиадăна пĕтĕмĕшле Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви йĕркелесе ертсе пырать, предмет олимпиадисене тÿррĕнех  йĕркелÿ комитечĕ ертсе пырать.

3.2         Йĕркелÿ комитетне Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсенчен, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вĕрентекенĕсенчен йĕркелет.

3.3         Олимпиадăн йĕркелÿ комитетне министерство хушăвĕпе çирĕплетеççĕ.

3.4         Йĕркелÿ комитечĕ çак ĕçсене пурнăçлать:

-   олимпиада формине, йĕркине, вăхăтне палăртать;

-   олимпиадăна хатĕрлесе ирттерессине йĕркелет;

-   олимпиадăна пĕтĕмлетет;

-   регионсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелет.

3.5.        Чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин ыйтăвĕсене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культури факультечĕ туса хатĕрлеççĕ (килĕшсе татăлнипе).

3.6.        Олимпиада ĕçĕсене хаклама жюри йĕркелеççĕ.

3.7.  Жюри çак ĕçсене пурнăçлать:

-   олимпиада ĕçĕсене хакламалли критерисене палăртать;

-    олимпиада ĕçĕсене тĕрĕслет;

-   çĕнтерÿçĕсене палăртать, вырăнсене пайлать;

-   олимпиадăна хутшăнакансене результатсемпе паллаштарать, апелляци ирттерет;

-   11-мĕш классем хушшинчи çĕнтерÿçĕсене шкул хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культури факультетне вĕренме кĕме сĕнет.

3.8.         Жюри членĕсене вĕренÿ заведенийĕсемпе килĕшсе татăлса çирĕплетеççĕ.

 

IV. Олимпиадăна пĕтĕмлетесси

 

4.1.         Олимпиадăн кашни тапхăрĕнчех çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртаççĕ.

4.2.         Олимпиада ĕçĕсене çакнашкал йĕркепе хаклаççĕ:

-   кашни хурава 5 баллă системăпа хаклаççĕ;

-    тĕрĕс хуравшăн 5 балл лартаççĕ;

-    пĕчĕк кăлтăксемшĕн 0,5 балл чакараççĕ;

-    пысăк йăнăш пулсассăн 1-2 балпа хаклаççĕ;

-   ĕçе пурнăçламасассăн 0 балл лартаççĕ.

4.3.         Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене кашни класпа уйрăммăн пухнă балсене шута илсе 3 ушкăнпа палăртаççĕ: чăваш чĕлхиллĕ шкулсем, вырăс чĕлхиллĕ шкулсем, республика тулашĕнчи шкулсем.

4.4.         Вĕренекенсен ĕçĕсене шифрлаççĕ, ĕçсене пурнăçлама 4 сехет параççĕ.

4.5.         Олимпиадăра 1, 2, 3-мĕш вырăн йышăннă çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин I, II, III степеньлĕ дипломĕсемпе тата медальсемпе чыслаççĕ.

 

V. Олимпиада ирттерме укçа-тенкĕ уй́ăрасси

 

5.1.         Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви олимпиадăн 3-мĕш тапхăрне ирттерме укçа-тенкĕ уйăрать:

-   чăваш чĕлхиллĕ шкулсемпе вырăс чĕлхиллĕ шкулсенчи 9, 10, 11 классем валли олимпиада ĕçĕсене, хуравĕсене, тексчĕсене хатĕрлеме;

-   ĕçсене тĕрĕслеме;

-   канцеляри таварĕсене туянма;

-   дипломсем, хисеп хучĕсем, призсем (медальсем) туянма;

-   олимпиадăна хутшăнакансене пурăнтарма, апатлантарма.

5.2. Республика тулашĕнчен килекенсен тăкакĕсене олимпиадăна яракан ен саплаштарать.

 

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика