Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ (Программа)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ
 
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсен 1-мĕш конференцийĕ
 
2005-мĕш çулхи чỹк уйăхĕн 11-мĕшĕ. Шупашкар.
Вырăс драма театрĕн çурчĕ.
Гагарин урамĕ, 14 çурт.
Регистраци - 9 сехетре.
Пуçламăшĕ - 10 сехетре.
Докладсем - 15 минут, тухса калаçакансем - 5 минут.
 
Кун йĕрки:
1. ЧНК Президенчĕ Г.Н.Архипов Мăн Канаш ларăвне тата конференцие уçни.
2. Г.Н.Волков академикăн пил-салам сăмахĕ.
3. "Алран кайми..." гимн юрлани.
 
"Шкул тата чăваш чĕлхи" конференцин ĕç йĕрки
 
Докладсем:
1. С.В.Петрова, ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин минист çумĕ
"Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем"
2. И.А.Андреев, Чăваш республикинчи вĕрентỹ институчĕн профессорĕ
"Чăваш чĕлхин конституцири статусĕ"
3. Ю.М.Виноградов, Чăваш республикинчи вĕрентỹ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ
"Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине меслетлĕх тата ытти енчен тивĕçтересси"
4. А.П.Игнатьева, Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи, 12-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
"Хула шкулĕсенчи чăваш чĕлхи юратнă пепке е хăрхăм. (Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ыйту тавра).
5. Е.Е.Ерагин, Муркаш районĕнчи Калайкасси вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
"Чăваш чĕлхипе литературине ялти шкулсенче вĕрентес ĕçĕн савăнăçĕпе нушисем"
 
Тухса калаçакансем:
1.Республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсенче чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕç - Тутар, Пушкăрт республикисемпе Чĕмпĕр, Самар тата ытти областьсенчен -аякран килнĕ хăнасен сăмахĕсем.
2. Е.А.Андреев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш филологи факультечĕн деканĕ
"Чăваш филологи факультечĕн вĕренỹ системине кĕнекесемпе тивĕçтерес ĕçри вырăнĕ"
3. П.В.Моисеев, "Халăх шкулĕ" журналăн тĕп редакторĕ.
"Чăваш çамрăкĕсен интеллект шайне ỹстерес ыйту пирки"
4. В.А.Абрамов, ЧНК вице-президенчĕ
"Шкул тата наци компоненчĕ: шайлашу ыйтăвĕсем"
5. Виталий тата Зинаида Михайловсем, Трак салинчи вăтам шкул учителĕсем.
"Тăван ен культура предмет шăпи"
6. Л.В.Никифорова, Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен.
"Хастарлăрах пуласчĕ!"
7. Е.А.Алексеева, Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
"Халăх историйĕ урлă чăваш чунне хускатма пулать-и"
8. А.В.Семенова, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн методисчĕ.
9. Патăръел районĕнчи Çĕнъялти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.
 
Резолюцисем йышăнни
 
"Алран кайми..." гимн юрлани
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика