Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Чăваш чĕлхи эрни ирттерме сĕннĕ меслет кăтартăвĕсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Чăваш чĕлхи эрни ирттерме сĕннĕ меслет кăтартăвĕсем
 
1-мĕш вариант
 
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ку уяв аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килет. Çак куна паллă тума 1992-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикине туса хунă хыççăн Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕ хăйĕн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркелесе янă.
Шкулсенче çак куна халалласа уявлакан эрнелĕхе акă мĕнлерех тĕллевсемпе ирттерме пулать, ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлълĕхе ъстерме пулăшасси.
Эрнелĕх эпиграфĕ,
Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕ янăра эсĕ чăваш чĕлхи! Тайма пуçăм сана!
Тунти кун - ачасен вăйĕпе стена хаçачĕ кăларасси, шкул библиотекинче И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан кĕнекесен выставкине уçасси
Хаçат валли сĕннĕ цитатăсем,
Чăваш чĕлхи, чăваш чĕлхи хĕвел кăварĕпе вутлан! (Çеçпĕл Миши.)
Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. (Михаил Сироткин.)
Ытлари кун - литературăпа искусство ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттересси
Юн кун - тавçăруллисемпе савăнăçлисен ăмăртăвĕ
Кунта çакăн пек ыйтусем кĕртме пулать,
1. И.Я.Яковлевăн тĕрлĕ енлĕ талантне палăртса кала.
2. Пире çутта кăларакан çын мĕнле юхан шыв хĕрринче çуралса ъснĕ. (Кăнна.)
3. Кам вăл - Н.В.Никольский.
4. Н.В.Никольский çуралнă ял ячĕ вырăсла мĕнле пулать. (Юрмекейкино.)
5. Чăваш ачисем валли хатĕрленĕ 1-мĕш букварь 1872-мĕш çулта хăш уйăхра тухнă. (Чък.)
Кĕçнерни кун - К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен литература музейне çитсе курасси.
Калаçса татăлмалли телефон, 62-21-43 (Еливанова Галина Георгиевна)
Эрне кун - литературăпа музыка композицийĕ. Çак кун пултарулăх ушкăнĕсене те чĕнме пулать.
Шăмат кун - пĕтĕмлетъ тăвасси, эрнелĕхе хастар хутшăннă класа, уйрăм вĕренекенсене тав сăмахĕ каласа парнесем парса чыс тăвасси.
Ачасене вулама сĕнмелли литература,
1. Т.Педэрки. "Мальчик из чувашского села".
2. И.Я.Яковлев. "Детские рассказы".
 
2-мĕш вариант
 
1-мĕш кун. Килĕшълĕхпе çураçулăх кунĕ. Ăна çак йĕркепе ирттерме пулать.
а) Кунĕпех никама та кърентермелли сăмахсем каламалла мар.
ă) Май пур таран сăпайлăха, ырă кăмăла палăртакан сăмахсемпе усă курма тăрăшмалла.
б) Çак кун ятарласа кĕçĕннисем патне кайса пулăшмалла.
в) "Мĕн вăл сăпайлăх." е урăх темăпа радиолектори ирттермелле.
г) Пĕр-пĕрин патне ырă сунса е юратса çырусем çырмалла. Çырăвĕсене ятарлă ешчĕксене ямалла. Уроксем вĕçленес умĕн çырăвĕсене çынни патне çитермелле.
д) Ватă çынсем патне кайса пĕр-пĕр ĕç тума пулăшмалла.
е )"Юрататăп" е "Хисеплетĕп" сăвăсен конкурсĕ.
y) "Мĕн вăл сăпайлăх." диспут.
2-мĕш кун. Россия çĕрĕн, Чăваш çĕрĕн сăваплă вырăнĕсемпе паллашасси. (Чăваш драма театрĕ, Литература музейĕ, Ънер музейĕ, Çамрăксен театрĕ т.ыт.те.).
3-мĕш кун. 1. И.Я.Яковлев "Чăваш халăхне панă халалсем",
1) Ĕçе хăнăх? 2) Сывлăха упра? 3) Ăслă-тăнлă пул? 4) Ырăпа ыр пул? 5)Туслăхра вăй? 6) Чун-чĕре илемĕ? 7)Тĕрĕслĕх - чи хаклă пуянлăх.
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă "Ăс-хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе - ырлăх-телей патне" çырура хускатнă ыйтусем.
2) Халала илемлĕ вулакансен конкурсĕ.
4-мĕш кун. Сочинени конкурсĕ, "Чĕмпĕр чăваш шкулĕ - пултарулăх лаççи" е "И.Я.Яковлев - чăваш халăхĕн улăпла ывăлĕ".
5-мĕш кун. "Эп - чăваш ачи" çамрăк авторсен конкурсĕ.
6-мĕш кун. Аслă вăйă. Çак кун шкулĕпех вăййа тухма хатĕрленеççĕ. Пурте, вăл шутра учительсем те, чăваш тумĕ тăхăнаççĕ.
Кашни класах çак кун пĕрер номер (чăваш вăййи, ташши тата юрри) хатĕрлесе килет.
Вăййа кĕçĕн класс ачисем пуçлаççĕ. Вĕсем хыççăн вăтам классем сăмах илеççĕ. Юрлаççĕ, ташлаççĕ, выляççĕ.
Вăтам классем хăйсен пултарулăхне вĕçлесен кĕçĕн классемпе пĕрле вăйă картине тăраççĕ, тĕрлĕрен вăйăсем выляççĕ, ("Тутăр пăрахмалла", "Çĕрĕ памалла", "Виççĕмĕшĕ ытлашши" т.ыт.те). Вĕсем вылянă вăхăтра аслисем вăййа хутшăнаççĕ, кĕçĕннисемпе вăтаммисем вĕсене вырăн параççĕ. Ачасем вăйă вĕçĕнче "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан" юрă юрлаççĕ. Унтан хăйсен пултарулăхне 9, 10, 11 классем кăтартаççĕ.
Вăййа малалла "Илемлĕ" юрăпа тĕрлĕ хусканусем туса выляççĕ, "Шăпчăк ятăм ай пахчана" тата ытти юрăсене юрлаççĕ. Унтан "Çерем пăсса вир акрăм" вăйă выляççĕ, тĕрлĕрен тупмалли юмахсемпе сутмалли юмахсем калаççĕ.
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика