Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Кашни çул ирттерекен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн кăçалхи уявĕ ака (апрель) уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ.

«Чăвашлăх тĕнчи» номинацире шкул ачисем виçĕ темăпа тĕпчев ирттерсе хăйсен çитĕнĕвĕсене презентаци мелĕпе ăнлантарса пачĕç:

1) «Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх».

2) «Степан Максимовпа Федор Павлов – чăвашсен пирвайхи композиторĕсем».

3) «Н.И. Ильминскипе В.К. Магницкий – халăхсене çутта кăларакансем».

Ку номинацире 18 ача пултарулăхне кăтартрĕ. 1-мĕш вырăна Семенова Алина, Канаш районĕн Энтриел шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен (ертсе пыраканĕ Ирина Петровна Федорова учитель) йышăнчĕ.

«Çăлтăрчăк» номинацире вырăс шкулĕнче вĕренекенсем тупăшрĕç. 17 ача хутшăннă тупăшура Леонтьева Дарья, Шупашкар хулин 39-мĕш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен (ертсе пыраканĕ Алина Викторовна Тихонова учитель) çĕнтрерÿçĕ пулса тăчĕ.

«Шевле» номинацире Одикова Елена, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулĕнче вĕренекен (ертсе пыраканĕ Алина Викторовна Тихонова учитель) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене, вĕсен ертÿçисене чĕререн саламлатпăр!

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика